Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

К (МЧЧЧФС)

Кавар ту [тыт] 1. уговариваться / уговориться с кем-чем, приходить / прийти к соглашению с кем, о чем, к какому; 2. кавар ту устраивать / устроить заговор.
1. Ак камсемпе тек, йӗксӗк йытӑ, ҫӗрме пуян, тытать кавар! Ял тарӑхтармӑшӗ! А. Алка. 2. Касмухха ни вилӗ, ни чӗрӗ пулса кайрӗ. Ӑна патшана хирӗҫ кавар тунӑ тесе айӑплаҫҫӗ. Н. Мранькка. Вӗренмен эпир халӑх юнне тӑкма, хӑнӑхман тӗрлӗ каварсем тума. Г. Краснов.

Кавара кил поддаваться / поддаться совету [угово­рам] кого, чьему.
Ҫын каварне килмест.

Канаш пар давать / дать совет кому-чему, какой, со­ветовать / посоветовать кому-чему.
— Хӗн пулсан, ху патне Макете юлташна чӗн, пулӑшӗ, — канаш пачӗ председатель. В. Алентей. Унпа ҫӗнӗрен тӗл пулсан, пӗрне-пӗри палласа илсен, Анна Ми­хайловна, ман алла хытӑ чӑмӑртаса, вӑхӑтра канаш панӑшӑн тав турӗ. В. Паймен.

Канаш ту 1. решать / решить что сделать; 2. сове­щаться / посовещаться с кем-чем.
1. Ямпулатпа арӑмӗ шутлаҫҫӗ-шутлаҫҫӗ те ялтан тухса тарма канаш тӑваҫҫӗ. Хв. Уяр. Канаш тӑвать чӑвашӗ те тутарӗ Ялта ниме пӗр вӑхӑт ирттерме. Я. Ух-сай. 2. Пуҫтарӑннӑ Тӑван Совет ҫӗршывӗн Ҫыруҫисем канаш тума кунта. Я. Ухсай.

Канаш тыт уговариваться / уговориться с кем-чем.
Мӗкӗтепе иксӗмӗр канаш тытрӑмӑр. В. Паймен.

Канаша кил прийти к соглашению с кем-чем, к какому, уговориться с кем-чем.
Эпир те калаҫса ларар та уҫӑ, Килер-ха аслӑ канаша. Я. Ухсай.

Капкана ҫаклан попадать / попасть в ловушку [в западню] кого, чью.
[Иван:] Ҫаклантӑн, йытӑ, капкана! Ӑҫта ҫӳрет леш икӗ таркӑн? Халех кала, хӑш вырӑна Эс вӗсене шанса хӑвартӑн? С. Шавли.

Карланкӑна ҫур драть [надрывать] горло [глотку].
Анчах эсир йытӑран хӑрушӑ карланкӑна ҫуратӑр. Я. Ухсай.

Карланкӑна хупла [пӑкӑла] затыкать/заткнуть глбтку кому.

[Нина:] Урӑхла каласан, сирӗн карланкӑсене хупларӗҫ пулать. И. Максимов-Кошкинский. [Карчӑкӗ:] Пӑ­кӑла карланкуна! П. Осипов. Пӑкӑласа лартӑр ҫав йытӑсен [тӑшмансен] карланкине! А. Еҫхӗл.

Карланкӑран пӑв брать / взять за горло [за глотку, за жабры] кого.
Ун ҫарӗ халӗ ҫичӗ юта Карланкинчен пӑвса силлет. С. Шавли.

Карта кӗр 1. входить / войти в счет зрелых людей; 2. входить [попадать] / войти [попасть] в колею (при­ходить в обычное состояние).
1. Ӑна халӗ ӑҫтан ӑса кӗртетӗн, вӑл карта кӗмен япала. 2. Вара, картне кӗрсе ҫитсен, каллех сӗтел хушшине ларчӗ те чӑр-чӑр тутарса ҫырма пуҫларӗ. В. Алентей. [Трофим:] Хамран ҫӳлерех тӑракансемпе дипломатиллӗ ҫыхӑну хӑй картне кӗрсе ларчӗ, карчӑк. И. Максимов-Кошкинский.

Карта лар довольствоваться / удовольствоваться чем, удовлетворяться / удовлетвориться чем.
Тухтан ҫак каҫ та ҫырлахмасть, Ҫилли-вӗччи картне ларман-ха. С. Шавли.

Карта ларт 1. удовлетворять / удовлетворить (требо­ваниям, чувству и т. п.); 2. делать кое-как, лишь бы сошло.
1. Майра инке темиҫе хутчен те калать, картне лартаймасть. М. Ухсай. [Васильев:] Эсӗ пур... Хӑвӑн сассуна ниепле те карта лартаймастӑн. А. Еҫхӗл. Манӑн кӑмӑлӑм картне ларчӗ. 2. Тӗрӗс калаймасан та пырать, картне лартсан юрать.

Картаран тух. См. картран тух.

Картине кӗр понимать / понять что.
Картине кӗрсен, юрать. Кашни сӑмаха вырӑсларах каласа култаратчӗ, халӗ картине кӗрекен пулчӗ. А. Ар­темьев.

Картран [картаран] тух [вӗҫерӗн] выходить / выйти из границ приличия, переходить / перейти границы до­зволенного; син.: виҫерен тух.
Хветтис ҫавӑн пек ытла хӗрӳллӗ пулни Виталие ҫав тери килӗшрӗ. Анчах ку хӗр картран тухса кулаканни мар. Ялав. Ҫакна илтсен, хайхи режиссер йӑлтах карт­ран вӗҫерӗнчӗ. А. Еҫхӗл. Ҫырасса ҫырчӗ, анчах юлашки пуплев ӑна сӑпайлӑх картинчен тухса кайнӑ пек туйӑнчӗ. А. Еҫхӗл. Картаран вӗҫерӗннӗ Аҫтиҫук-Таҫук, енчен енне ҫаврӑнса, виҫӗ кӗтеселле сурчӗ те Лидӑсен картишӗнчен арҫуриллех тулкӑшса кайрӗ. А. Еҫхӗл.

Кахала [юлхава] пер лодырничать, лентяйничать, бездельничать.
Кахала персе ҫӳреп-и? Тӑратса кӗлте ҫыхма Васкаса тытатӑп эпӗ Хатӗр ҫыхӑ аллӑма. Я. Ухсай. Пӑлахая е юлхава персе пурӑнаймӑн. С. Аслан.

Кашкӑр ӳлемелле хоть волков морозь.
Пӳртре кашкӑр ӳлемелле сивӗ. А. Артемьев.

Кая юл 1. отставать / отстать; 2. запаздывать/запо­здать, опаздывать / опоздать; 3. кая ан юл не уступать / не уступить в чем.
1. Пурте тенӗ пек ку колхоза вӗренме ҫӳреҫҫӗ. Ан­чах пурте вӗсем кая юлнисем тени йӑнӑш пулӑччӗ. Хв. Уяр.— Ак манӑн программа, юлташсем: ултӑ кун хушшинче вунӑ кунлӑх задание тултаратӑп, юлашки тӑватӑ кун кая юлнӑ бригадӑсене пулӑшатӑп. В. Паймен. 2. Кая юлсан, каю шатать те ят каять. Н. Илпек. Улмуҫҫи, каярах юлса пулин те, ҫеҫкеленет. Юхма М. — Кая юлтӑм... Каҫар, атте, халӗ те пулин каҫар мана, — кӑкӑрти тытӑнчӑклӑ саспа аран каларӗ Микулайӗ. П. Осипов. 3. Тата пӑртак хывӑх сапса парсан, улӑх уттинчен те кая юлмасть. Хыпар.

Каялла чак уступать / уступить в чем.
Нина хӑйӗн шухӑшӗнчен пӗр утӑм та каялла чакасшӑн пулмарӗ. К. Турхан.

Кӑкӑртан юлашки сывлӑш тухиччен до последнего издыхания [дыхания, вздоха].
Кӑкӑртан юлашки сывлӑш тухиччен те парӑнассӑм ҫук эп вӗсене! Л. Агаков.

Кӑлӑха тух становиться / стать тщетным, напрасным.
Халӑх чӗнмест. Пурин пуҫӗнче те ӗмӗтленнӗ ӗмӗт кӑ­лӑха тухнӑ пирки кӑмӑл таврӑнни курӑнать. Н. Пой­ман.

Кӑмӑл кур 1. питать добрые чувства к кому-чему, сочувствовать кому-чему, сострадать кому-чему; 2. привечать / приветить кого-что, принимать / принять радуш­но кого-что; 3. находить / найти сочувствие у кого, какое; 4. пользоваться / воспользоваться сочувствием кого, каким; 5. угождать / угодить кому-чему, снискивать / снискать расположение кого, чье.
1. Аслӑ хӗрӗсене те вӑл пит юратнӑ, анчах чи кӗҫӗннине тата ытларах кӑмӑл курнӑ. 2. Пурне те Мӑншыв кӑмӑл курать, пурне те ярать хӑй хӑни туса. Н. Шупуҫҫынни. 3. Этем хушшинче кӑмӑл кураймасӑр, вӑл пӗр пушӑ хуралтӑ шыраса тупнӑ. 4. Ҫаксенчен сыхланса пурӑнсассӑн, пур ҫын умӗнче те кӑмӑл курӑн. 5. Пӗр юрламас ҫӗртен юрларӑм сирӗн кӑмӑлӑра курасшӑн.

Кӑмӑл кӳр угождать / угодить кому-чему.
Кӗркури вара, турӑсен кӑмӑлне кӳрес тесе, сӗтел патӗнче макӑрса таракан Куҫука ҫамкинчен калӑплӑ ҫӑпатапа яра пачӗ. Хумма Ҫ.

Кӑмӑл [чун] пӑлханать тревожится, волнуется кто.
Кӑмӑлӗ пӑлханнӑ агроном тӳсеймерӗ, сӗтел хушшинчен сиксе тӑчӗ те пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ уткалама тытӑнчӗ. А. Ӗҫхӗл. Чуне пӑлханнӑ Микулай апата, мӗнле пулнӑ ҫаплипех, ҫӗнӗрен типтерлесе витсе хучӗ. А. Еҫхӗл.

Кӑмӑл пӑсӑлать расстраивается кто.
Титта кӑмӑлӗ чылаях пӑсӑлчӗ. В. Алентей.

Кӑмӑл пӑтранать душа болит у кого, душа не на ме­сте у кого, муторно на душе у кого.
Люба час-часах пӗр сӑлтавсӑрах хӑйӗн кӑмӑлӗ пӑтраннине асӑрхама пуҫларӗ. И. Салампек.

Кӑмӑл сивӗнет душа охладевает у кого, чья, к кому-чему.
Кӑмӑл пӗрре сивӗнсен, камака ҫинче ӑшӑтаймӑн. Ваттисен сӑмахӗсем.

Кӑмӑл пусӑрӑнать. См. ӑш пусӑрӑнать.

Кӑмӑл ҫаврӑнать приходит в хорошее настроение [расположение духа] кто.
Каҫхине Михала кӑмӑлӗ кӑшт ҫаврӑнчӗ темелле. Вӑл апата ларас умӗн те нумай калаҫрӗ. К. Турхан.

Кӑмӑл ҫемҫелет. См. чун ҫемҫелет.

Кӑмӑл ҫӗкленет дух поднимается у кого; возбужда­ется кто.
Ҫӗклентӗр кӑмӑл шурӑмпуҫ хӑпарнӑн, Ман тӗп хулам, ҫунатӑм, Шупашкарӑм! С. Шавли. Халӑх хисеплесен, ҫумра туссем йышлӑ пулсан, кӑмӑл та ҫӗкленет, ӗҫ-хӗл те ӑнсах пырать. М. Кипек.

Кӑмӑл тавӑрӑнать (таврӑнать) испытывает недовольство кто.
Халӑх чӗнмест. Пурин куҫӗнче те ӗмӗтленнӗ ӗмӗт кӑлӑха тухнӑ пирки кӑмӑл таврӑнни сисӗнет. Н. Патман.

Кӑмӑл татӑлать огорчается кто.
Эпӗ ҫапла каласа пӗтериччен те тӳсеймерӗҫ, пурте, камӑлӗсем татӑлнӑ ачасем пек, ӗсӗклесе макӑра пуҫларӗҫ.

Кӑмӑл тӑраниччен (мӗн те пулин ту) до полного удовлетворения, вдоволь (что-либо делать).
Кӑмӑл тӑраниччен сухаланӑ хыҫҫӑн Алексей хӗрсене тав турӗ те, таса шывпа аллине ҫуса, вӑхӑтлӑха туса лартнӑ ӳплене кӗчӗ. К. Турхан.

Кӑмӑл ту 1. желать / пожелать что делать; 2. испол­нять / исполнить желание кого, чье; 3. оказывать / ока­зать любезность кому-чему, проявлять / проявить добро­желательство к кому-чему.
1. Ҫынсем те урӑх калаҫса тӑма кӑмӑл тумарӗҫ. Ю. Айташ. 2. Анчах Айтар кӑмӑлне тумасан, эпир ялӗпе пӗтетпӗр. П. Осипов. 3. Ларсам, хӑна, ларсамччӗ, Пире кӑмӑл тусамччӗ. Ю. Скворцов. Тен, — ӑҫтан пӗлме пултарӑр? — Ман ята та хуртарма Кӑмӑл тӑвӗ тӗп хуламӑр Пӗр-пӗр урлӑ урама. П. Хусанкай.

Кӑмӑл тулать [ҫитет, ҫырлахать] удовлетворяется кто чем, довольствуется кто чем.
Шӑтӑрнака фермӑран кӑларса ҫапни ҫинчен илтсен, унӑн кӑмӑлӗ тулчӗ. Т. Петӗркки. Хӗҫ витӗр, пуля витӗр Ҫын кӑмӑлӗ ҫитет. П. Хусанкай, Каҫ пулнӑ ҫӗре Макар Анаткасран таврӑнчӗ. Унӑн кӑмӑлӗ ҫырлахнӑ, хӑйне ҫӑмӑл та вашават тыткалать. С. Аслан. Кӑмӑл тӳлтӑр — ярӑнса утатпӑр. Ҫӗрӗн туртӑмне туймасть ура. Г. Ефимов.

Кӑмӑл туртать испытывает желание [влечение] кто, какое, что делать.
Унпала хӗвел ҫӗн питлӗ, Ҫӗр те, пӗлӗт те хитре. Унпала юрри те сиплӗ Кӑмӑл туртнӑ сехетре. П. Хусан­кай. Савӑнса ӗҫленӗ чух юрлас килет, юррине пӗлмесен, ӗҫне тума та кӑмӑл туртмасть. П. Осипов.

Кӑмӑл уҫӑлать 1. становится веселым кто. 2. становится щедрым кто.
1. Эпир килсе кӗрсессӗн, Сирӗн кӑмӑлӑр уҫӑлчӗ. 2. Юлашки вӑхӑтра Варуҫпа аннен кӑмӑлӗсем уҫӑлсах кайрӗҫ. К. Петров.

Кӑмӑл хуҫӑлать огорчается кто; расстраивается кто.
Ӑсатма пухӑннӑ пӗлӗш-хурӑнташсем макӑрнине кура, хамӑн та кӑмӑл хуҫӑлчӗ. С. Элкер.

Кӑмӑла йывӑр ил обижаться / обидеться.
Эпӗ Ваня Сарбеев шыва кӗме кайнӑшан пӗрре те кӑ­мӑла йывӑр илместӗп. А. Медведев.

Кӑмӑла кай [кил] нравиться / понравиться кому, приходиться / прийтись по вкусу кому.
Ашшӗне мухтани Кӗркури кӑмӑлне каять, анчах вӑл ун пирки нимӗн те шарламасть. В. Игнатьев. Ҫамрӑксем чӑвашла калаҫни Лавруҫ мучие ҫав тери кӑмӑла килчӗ. А. Артемьев.

Кӑмӑла пӑс расстраивать/расстроить кого, портить/ испортить настроение кому, чье.
Ҫав пур тепре, яланах кӑмӑла пӑсса ҫӳрет. Н. Терентьев. Макҫӑм ҫине тӑрсах ҫатракаланма хӑтланни Микула кӑмӑлне пӑсрӗ. Н. Мранькка.

Кӑмӑла пӑтрат вызывать / вызвать тошноту у кого.
Ашчикрен пыр тӗпнелле темле аван мар япала йӑтӑна-йӑтӑна килсе кӑмӑла пӑтратрӗ. В. Сатай.

Кӑмӑла пусар утешать / утешить кого; утешаться/ утешиться.
Кӑмӑлне пусарайман карчӑк хӑналанас вӑхӑтне татса тепӗр кун ирпе ирех килне таврӑнчӗ. Н. Илпек. Шӑпӑрҫӑ Кӗлпук юлташӑн Ӳтӗнче иртет чикен. Кӑмӑлне вӑл пусарасшӑн Кӑн-кӑвак пуҫне чикет. Я. Ухсай.

Кӑмӑла ҫавӑр приводить / привести в хорошее на­строение кого.
Ҫапла пыракан ҫынсене вӑл нихӑҫан та ӑс памасӑр, кӑмӑлӗсене ҫавӑрмасӑр яман.

Кӑмӑла [чӗрене, чуна] ҫемҫет приводить / привести в умиление кого, растрогать кого.
Ывӑлӗ ӳкӗнни ашшӗн кӑмӑлне кӑшт ҫемҫетрӗ. Н. Мранькка. Юрамасть чуна ун пек ҫемҫетме! К. Турхан. Халиччен пуспа кӑна шутлакан хӑйӗн хыт кукар чунне ҫемҫетрӗ, тенкӗ ҫине куҫрӗ. М. Ухсай. Аллах вӗрентнӗ пек, тутаршӑн ырӑ Тума ҫемҫетрӗм хамӑн чӗрене. Я. Ухсай.

Кӑмӑла ҫӗкле [хӑпарт] поднимать / поднять настрое­ние кого, чье, чем.
Атте куҫӗсем ыррӑн ялкӑшни манӑн кӑмӑла та ҫӗклет. А. Талвир. Ӗҫпеле кӗрешӳ хӑпартать кӑмӑла. Чере­ре — тараватлӑ кунҫулӑн телейӗ. И. Тукташ.

Кӑмӑла [чӗрене, чуна] ҫӗклентер вдохновлять / вдохновить кого, поднимать / поднять дух чей.
Ҫу умӗнхи кӑмӑла ҫӗклентерекен кун мӗн кӑнтӑрла иртичченех ҫӗр тӗрлӗн ҫиҫсе йӑлкӑшса тӑчӗ. Хв. Уяр. Кӑлтӑр-кӑлтӑр шыв армань Ҫӗклентерет кӑмӑла, Мамӑк евӗр ҫӑнӑхран Тутлӑ хӑпарту пулать. А. Кӑлкан. Май уйӑхӗн чуна ҫӗклентерсе яракан илемлӗ кунӗсем. И. Тукташ. Ҫурсерен пӗрре ҫав сасӑ Хӑлхана килсе кӗрсе, Шухӑша ярать тӳлеккӗн Чӗрене ҫӗклентерсе. П. Хусанкай.

Кӑмӑла тавӑр вызывать / вызвать отвращение у кого.
Кӑмӑла тавӑрса, пур енчен те, хулапа посадран ҫеҫ мар, вӑрманпа улӑх енчен те ҫӗрсе пӑнтӑхнӑ, хуртланнӑ пин-пин вилӗ шӑрши сӑмсана кӳ те кӳ киле-киле ҫапрӗ. К. Турхан.

Кӑмӑла тат 1. обижать / обидеть кого; 2. разбивать / разбить надежду чью.
1. Лисков та хӗрарӑм кӑмӑлне татасшӑн пулмарӗ, ун хутне кӗчӗ. В. Сатай. 2. Ашшӗ-амӑшӗ, ун кӑмӑлне татас мар тесе, ӑна чарса тӑман, куҫҫулӗпе йӗре-йӗрех пӗртен-пӗр ывӑлне пилленӗ.

Кӑмӑла тултар доставлять/доставить удовлетворе­ние кому.
Хаваслӑ юрӑ ун чӗринче мӑнаҫлӑн шӑранса ҫӗкленчӗ, кӑмӑлне тултарчӗ. А. Артемьев. Мӗнле тыткӑнлать-ха ҫынна спорт? Юратнӑ ӗҫ пекех кӑмӑла тултарать вал. А. Игнатьев.

Кӑмӑла турт притягивать к себе кого-что.
Вӗсен чӗкеҫлӗ ҫурчӗ, ялӗ туртать ман кӑмӑла ҫаплах. П. Хусанкай. Кӑмӑла таҫтан туртатӑн, Эс [Шупашкар] ялан пире паха. П. Хусанкай.

Кӑмӑла уҫ 1. развлекать / развлечь кого; 2. быть от­кровенным, сердечным.
1. Юрла, тӑван, кӑмӑлна уҫ. 2. Тӗрлӗ ҫынна кӑмӑлна уҫса ан пар.

Кӑмӑла хавшат растрогать кого.
Кинӗ ытла та ырӑ пулни, юлашки татӑка ҫурмаран туса ҫиме хатӗрри Ҫтаппан кӑмӑлне пушшех хавшатрӗ. Н. Мранькка.

Кӑмӑла хӑвар причинять / причинить обиду, неприят­ность кому, какую, чем, обижать / обидеть кого-что.
Ирина вӑл кӑштах суйнине сиссе илчӗ. Анчах унӑн аппӑшӗн кӑмӑлне хӑварас килмерӗ. А. Алка. — Кинемей, ҫак хӗрачан кӑмӑлне хӑварса ӗмӗр ӳкӗнсе пурӑнас тетӗн-и? Е. Лисина.

Кӑмӑла хускат [хумхат] тревожить / растревожить кого, волновать / взволновать, разволновӑть кого.
Кунашкал илемлӗх эп курман, Кӑмӑла хускатрӗ ҫил касси. Вӗҫев. Ҫав гильзӑран касса кӑларнӑ Йӗс ҫӑлтӑрсем ҫине пӑхса Пӗрре ҫеҫ мар эп шухӑшланӑ, Хускатнӑ кӑмӑла, ӑса. П. Хусанкай. Ҫӳҫӳ санӑн хум пекех кӑтра, хумхатса тӑратӑн кӑмӑла. А. Воробьев.

Кӑмӑла хуҫ 1. трогать / растрогать кого; 2. обижать / обидеть кого, огорчать / огорчить кого; 3. расстраивать­ся / расстроиться; склонять / склонить кого, к чему.
1. [Ольга Васильевна:] Ну, Елюк, ытла та кӑмӑла хуҫмалла юрлатӑн. П. Осипов. Умӑмра пӗчӗк кӑна порт­рет Кӑмӑла хуҫать те илӗртет. Я. Ухсай. 2. — Апла ан кала. Ҫын кӑмӑлне хуҫатӑн! — чарать ӑна манпа юнашар, манран ҫӑмӑлтарах выртакан Тимош, Пенза вырӑсӗ. С. Элкер. Эп халӑх кӑмӑлне хуҫас темерӗм, Я. Ухсай. Ҫамрӑклӑх! Сана хурлас пулсассӑн, Тен, хуҫас тесессӗн кӑмӑлна, Ан кулян та ан кӳрен — хавассӑн хӳтӗле эс хӑвӑн вӑхӑтна. А. Алка. Кӑмӑла хуҫакан ҫакӑн пек кунсенчен пӗринче Ахтупайпа Ятламас кӗтмен ҫӗртен хӑйсем патне юланут юртапа пынине курчӗҫ К Турхан. 3. — Кӑмӑлна ан хуҫ ӗнтӗ, пултӑрӑм! — илтӗнчӗ ҫав самантра йыснӑш сасси. М. Ухсай. Ялан пуҫа устарса, хуйхӑртса ҫӳреттерекен муза — уншӑн ют: «Кив илемшӗн хуҫмӑп кӑмӑла. Пуҫӑмра ҫӗнелнӗ ял тӗнчи» ,— тет вӑл. В. Паймен. Ашшӗ-амӑшӗ хашкаса кӗрсе тӑчӗҫ ун умне, ӳкӗтлесе, ятласа хуҫаймарӗҫ кӑмӑлне.

Кӑмӑла хытар крепиться / скрепиться, сдерживаться / сдержаться.
Мучи хӑйӗн ҫемҫелнӗ кӑмӑлне часах хытарчӗ. А. Емельянов. Ҫтаппан та кӑмӑлне хытарма ӗлкӗрнӗ, ывӑлне вӑл лӑпкӑн кӗтсе илчӗ. Н. Мранькка. Герман хӑй йӗрсе яратчӗ, Кӑмӑлне пӑртак хытарчӗ: — Вилме тӑхтар-ха, асанне, Тултарас ҫук ял масарне. П. Хусанкай.

Кӑпӑка ӳк взмыливаться / взмылиться, покрываться / покрыться пеной (о лошади).
Хурӑнвар ҫырми еннелле тиевлӗ лавсем анса кайрӗҫ. Лашисем кӑпӑка ӳкрӗҫ. В. Урташ. Ара, мӗскер уншӑн ыттисен лашисем ӗшенсе кӑпӑка ӳкни? К. Турхан.

Кӑпӑка ӳкер взмыливать / взмылить, заставить по­крываться / покрыться пеной, доводить / довести до сильной испарины (о лошади).
Ан кӳрен эс, утӑм, ман маттурӑм, Мӗн тӑвас, ӳкертӗм кӑпӑка. К. Кулиев.

Кӗвве кил [лар] быть в ладу (в ладах) с кем.
Малтанхи вӑхӑтра Манюк чӑнах та хунямӑшӗнчен шикленетчӗ, ун еккине тытса пыратчӗ, ун кӗввине ларма тӑрӑшатчӗ. В. Алентей.

Кӗвве лар. 1. См. кӗвве кил; 2. настраиваться / настроиться (о музыкальном инструменте).
2. Талпас мухтанчӑкӗсем хӑйсен нимӗнле кӗвве ларайман «кӗслисене» калама тытӑнсассӑн Микулай аяккарах пӑрӑнатчӗ. А. Еҫхӗл.

Кӗл ҫине тӑрса юл оставаться / остаться на пепле.
Кӗл ҫине тӑрса юлнӑ ҫыннӑн хутаҫ ҫакса кантӑкран кантӑка шаккаса ҫӳресси — ӗмӗртен юлнӑ йӑла. Н. Илпек.

Кӗл ту разбивать / разбить в пух и в прах кого-что; расшибать / расшибить вдребезги кого.
Хура-хура хурах пур. Тискер-тискер тӑшман пур — Вут тухтӑр та вут хыптӑр. Ҫав тӑшмана кӗл тутӑр. Г. Краснов.

Кӗлмӗҫе тух становиться / стать нищим, разоряться / разориться,
Анне хӗрхенсе ҫӑлчӗ ман пуҫа, анчах халӗ иксӗмӗр те кӗлмӗҫе тухрӑмӑр. М. Кипек.

Кӗлмӗҫе яр [хӑвар] разорять / разорить кого, дово­дить / довести до нищеты кого.
Хуҫа тӑвасшӑн нимӗҫе, Сана ярасшӑн кӗлмӗҫе. Уйӑп М. Ӗлӗк ашшӗне ҫаратса кӗлмӗҫе хӑварни ҫитмен, халь те вӑл Кӗпӗрьянпа амӑш чӗрисен тӑпсинчех ларать. Н. Патман.

Кӗпепе [кӗпеллӗ] ҫуралнӑ родился в сорочке [в ру­башке] .
Ҫапах яш ӑру телейлӗ, Ҫуралнӑ эпӗр кӗпепе, — Кашни ӗҫрех хуратпӑр меллӗн Ҫулпуҫӑн шухӑшне тӗпе. Атӑл кӗввисем. Кӗпеллӗ ҫуралнӑ ҫынна телейлӗ пулать, теҫҫӗ.

Кӗрӗк арки йӑвала заниматься от нечего делать чем-либо (букв, теребить полу шубы).
Ахаль лариччен кӗрӗк аркине те пулин йӑвала тенӗ ваттисем. А. Алка.

Кӗсъе [енчӗк тӗпне] якат тратить / истратить деньги.
Амӑшне пӗрмай ҫумланӑ, йӑлт якатнӑ кӗсйине. Кап­кӑн. Пирӗн йӑмӑк — йӑпатмӑш, Йӑкӑр-йӑкӑр пасара, Енчӗк тӗпне якатма та, Енчӗк тӗпне якатма. Чӑваш ха­лӑх юррисем.

Кивве тух устареть.
Елӗкхи пурнӑҫ ҫакса янӑ ярлык кивве тухрӗ. Е. Еллиев.

Кивве хӑвар оставлять / оставить для последующего использования.
Елӗм-чӗлӗм пӗр ыраш капанне кивве хӑварас тенӗччӗ. В. Паймен.

Кивҫене кӗр входить [влезать, залезать] / войти [влезть, залезть] в долг (в долги).
Вӗсем, ӗҫ пирки тесе, ялтан пухса килнӗ укҫасене пӗтернӗ хыҫҫӑн хулара та кивҫене кӗрсе хӑтланнӑ. И. Куз­нецов.

Кондицие лар соответствовать кондиции.
Вӑрлӑхсене тасатса хунӑ, вӗсем пур культурӑсем енӗпе те кондицие лараҫҫӗ. Коммунизм ялавӗ.

Кондицие ларт [ҫитер] доводить / довести до конди­ции что.
Пӗрчи кӑшт чӗрӗ. Хӑрамасть Анна — Ман тантӑш ҫын, сушилка бригадирӗ. Вӑл типӗтет, кондицие лартать ӑна, Кӑштӑртатма пуҫлать ыраш е тулӑ тирӗ. С. Шавли. Вӑрлӑхсене акма юрӑхлӑ кондицие ҫитер.

Кун кур жить.
Ҫеҫке ҫинче Кӑварланнӑ юн, Чаплӑ кун курма ӳснӗ ҫӗн ӑру. И. Тукташ. Сывӑ пултӑр Совет влаҫӗ! Кун курманни ыр куртӑр. Ленин халӑх чӗринче.

Кунҫула [ӗмӗре, пурнӑҫа] вӗҫле кончать / кончить жизнь [дни, век].
Минут, минут мар, тен, унтан та кӗске Салтак кун-ҫулне вӗҫлесси хура вилӗм.М. Захаров. Эпӗ те хамӑн шухӑша калатӑп: — Час-часах пӑтраштаратпӑр ҫав эпир: кам йӗксӗк, кам ырӑ... Ҫӳрет этем пирӗн хушӑрах, ӗҫлет, вӗҫлет кунҫулне — пӗлсе юлаймастпӑр: ӑслӑччӗ-и ҫав ҫын, чунлӑччӗ-и... Ю. Скворцов. Хӑюллӑ пул, ывӑлӑм! Ҫапӑҫ, ан парӑн! Ан таттӑр тӑшман Эп вӗҫлес ӗмӗ­ре, Ан чавтӑр эсрел эп пуҫ хывнӑ ҫӗре! А. Алка. Апла пулин те, Нарспи хӗрарӑмӑн мӗскӗн шӑпине пӑхӑнмасӑр, хӑйӗн тивӗҫӗшӗн, хӑйӗн таса юратӑвӗшӗн хӑюллӑн кӗрешсе пурнӑҫне вӗҫлет. Чӑваш календарӗ.

Кун сути ан кӑтарт не давать житья кому.
Халь тӑна кӗтӗн-и? Колхозра ӗҫлемен кахалсене эпӗ кун сути кӑтартман, кӑтартмастӑп та. А. Емельянов.

Кусси (куссине) кус плясать под дудку чью.
Ача-пӑча кусси кусаймӑн. Ваттисен сӑмахӗсем. Ҫын кусси куссан, карта хутне хӗсӗнсе юлӑн, теҫҫӗ. Шӗшлӗ ҫине шанать, ун куссине кусать. М. Трубина.

Куҫ ан хуп не смыкать/ сомкнуть глаз [очи].
Ҫуллахи кӗске ҫӗр те вара куҫ хупмасӑр иртсе каять. Н. Патман. Шӑннипе ҫӗрӗпе чӑлӑм куҫ хупмарӑмӑр. В. Сатай. Ҫак пусӑна сухаласа пӗтерес тесе, Геннадий шӑпах пӗр талӑк хушши куҫ хупмарӗ вӗт. С. Аслан.

Куҫ ил отрывать [отводить] / оторвать [отвести] взгляд от кого-чего.
Старик хӑйпе юнашар утса пыракан Стасик ҫинчен куҫне илет те Соня еннелле пӑхать. Хв. Уяр. Ҫӑлтӑр витӗр курнакан Салтак ҫул-йӗрӗ ҫинчен Асӑнатӑн-ши, тӑван, Пӗлӗтрен куҫна илсен? П. Хусанкай. Вӑл, ҫуна ҫин­че хыҫалалла пӑхса лараканскер, йӑмраллӑ тӑван ял ҫинчен нумайччен куҫ илмерӗ. В. Алентей.

Куҫ пӑв гипнотизировать / загипнотизировать кого-что.
Эсир куҫ пӑвакан пулас: урасем хӑйсемех сирӗн ен­нелле утаҫҫӗ. А. Калкан. Ах, ҫав каяннӑй уйӑха. Куҫ кӗретӗнех куҫ пӑврӗ вӗт. С. Шавли.

Куҫ [куҫ шӑрҫи] пек сыхла [упра] беречь как зени­цу ока; син.: куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхла.
— Эсир, ҫӗнӗ хунав, хамӑр влаҫа куҫ пек сыхлӑр, ҫирӗплетӗр ӑна. В. Паймен. Аттемӗрсен ятне сума суса, Ӗҫлӗр хастар пур вӑй-халпа, — Куҫ пек сыхлӑр ҫуратнӑ ҫӗршыва! Эх, юррйм, янӑра. Ҫак ӗмӗрӗн мухтавлӑ ачисем, тантӑшӑмсем, ҫӗршывӑма куҫ шӑрҫи пек упратпӑр. X. Акивер.

Куҫ сиктер переводить / перевести взгляд на кого-что.
Куҫук куҫ сиктермесӗр урамалла пӑхса ларать. Тулта — хӗвеллӗ ҫуркунне. С. Аслан. Пӗр тапхӑр пӗр-пӗрин ҫинчен куҫ сиктермесӗр пӑхса тӑтӑмӑр. М. Кипек.

Куҫ тӗлне пул попадаться / попасться па глаза кому.
— Каясси кай та, ачам, анчах Эрхип куҫӗ тӗлне ан пул, — терӗ амӑшӗ. Бакен мӑч турӗ те сӳнчӗ. Кимӗ пулчӗ куҫ тӗлне. П. Хусанкай.

Куҫ тула юлать глаза ничего не видят (говорят, когда в сумерки входят со двора в избу; тогда глаза ничего не видят вследствие смены света тьмой).
Куҫ тула юлать тенӗ кунсем килсе ҫитрӗҫ. В. Ухли.

Куҫ умне ӳк возникать / возникнуть (перед глазами).
Атӑлӑн леш енче ҫӑлтӑр ҫунать, Ҫутти килсе ӳкет ку енне. Эпир савнӑ туспа пурӑннисем Халӗ килсе ӳкеҫ куҫ умне. Чӑваш фольклоре.

Куҫ ӳкер посмотреть на кого-что, взглянуть на кого-что.
Михалюкӗ пӳрте пырса кӗрсен, ашшӗ ун ҫине куҫ ӳкермерӗ. Н. Евдокимов.

Куҫ ӳкрӗ (случайно) взглянул на кого-что.
Улпут сачӗ сине куҫӑм ӳкрӗ: хӗрлӗ улми ҫилпе тӑкӑннӑ.

Куҫ уҫӑлать (уҫӑлчӗ), куҫсем уҫӑлаҫҫӗ (уҫӑлчӗҫ) глаза открываются (открылись) у кого.

Елиосар мучи ӗмӗр суккӑр пек пурӑннӑ. Ватӑлнӑ кунра тин куҫӗ уҫӑлчӗ. А. Еҫхӗл. Марье ашшӗ хӑш чух таҫта та ҫитсе килет, пӗрмай ӑна-кӑна пӗлсе ҫӳрет, куҫӗ уҫӑлать. Хумма Ҫ. Шупашкар уесӗнчи пӑртак куҫӗсем уҫӑлнӑ чӑвашсемпе ҫармӑссем те митингсем тӑва пуҫланӑ. Хыпар.

Куҫ хӗс подмигивать / подмигнуть кому; прищури­вать/прищурить (глаза).

— Аван, аван, — хӗрачана Ильич куҫне хӗссе сӑнать. — Наташа, хырӑму выҫман-и? Колбасапа ҫӑкӑр пур манӑн. Г. Ефимов. Шӑпах ҫав самантра тул енче, чӳрече патӗнче, ура сасси илтӗннӗ пек туйӑнчӗ. Тухтӑр салтак ачисене куҫ хӗсрӗ. Н. Илпек.

Куҫ хупӑнать, куҫсем хупӑнаҫҫӗ закрываются [сли­паются] глаза [очи] чьи, у кого.
Куҫ хупӑнать, анчах та чӑтрӑм. Пиҫет апатӑм — ҫӗрулми. Вӗҫев. Кӑшт тӑрсан Мархи куҫӗсем хупӑна пуҫлаҫҫӗ, вӑл икӗ-виҫӗ хут та анасласа илет. Л. Агаков. Ҫӑлтӑрсем сана пӑхаҫҫӗ Кантӑк витӗрех. Куҫусем сан хупӑнаҫҫӗ, Ҫывӑр эс, ачам! И. Малкай.

Куҫ хупса та ӗлкӗреймерӗм не успел глазом мор­гнуть.
Эпӗ куҫ хупса та ӗлкӗреймерӗм пулӗ, ирхи сывлӑша ҫурса пӑшал кӗрслетрӗ. М. Кипек.

Куҫ хупса иличчен
[ӗлкӗриччен] в одно [единое] мгновенье, в мгновенье ока, в один миг.
Ку вӑл пӗр куҫ хупса иличчен пулса иртрӗ. К. Турхан. Куҫ хупса ӗлкӗриччен икӗ тонна ҫӗрулмине хӑй пӗчченех сутса пӗтерчӗ. Коммунизм ялавӗ.

Куҫ [куҫпуҫ] хуралать (хуралчӗ) в глазах темнеет [мутится, зеленеет] (потемнело [помутилось, замути­лось, позеленело]).
Куҫӗ хуралса килет, пуҫӗ ҫаврӑнать, суранӗ те, паҫӑрхи пек мар, хытӑ туртса ыратать. В. Урташ. Уҫланкӑсенче таптаса пӗтернӗ тырпулсене курсан чӗре ыра­тать, куҫ хуралса килет. Хв. Уяр. Юлашки вӑйӗсене пуҫтарса ӗҫленипе Валгин та алтӑраса ҫитнӗ, куҫӗсем хуралнӑ, пуҫӗ ҫаврӑннӑ. М. Данилов-Чалтун. Чӗре сиксе тухас пек шаккать, куҫпуҫ хурала-хурала килет. Хв. Уяр. Урасмет куҫпуҫӗ хуралса килнӗ пек пулчӗ. К. Турхан.

Куҫ хыв 1. смотреть / посмотреть проницательно на кого-что; высматривать / высмотреть; 2. заприметить кого-что; 3. намечать / наметить что, брать / взять на примету что, с какой целью.
1. Ӗҫлесе тара ӳкнӗ кил хуҫи ҫурчӗ еннелле кӗтмен ҫӗртен тенӗ пек куҫ хыврӗ, ҫав самантрах сехри хӑпса тухрӗ. Н. Илпек. 2. Савик хӗрӗ вӗреннӗ ҫыннах куҫ хывнӑ, теҫҫӗ. А. Талвир. Ялта Анука куҫ хывнӑ каччӑсем нумай, анчах та хӑй кама та пулин кӑмӑллани пирки сас-хура илтӗнмест. А. Артемьев. 3. Пур тупсӑм ҫак юптарура: Хӑйсем куҫ хывнӑ ҫӗршывсем тавра Колонизаторсем ҫапла Вӑйӑкланса ҫӳреҫҫӗ шакалла. А. Калкан.

Куҫ [куҫпуҫ] чарӑлса [алчӑрса, саланса] каять (кай­ре), куҫсем чарӑлса [алчӑрса, саланса] каяҫҫӗ (кайрӗҫ) 1. глаза разбегаются (разбежались) у кого, взгляд рассеивается (рассеялся) у кого; 2. рябит (зарябило) в глазах у кого.
1. Эпӗ урайнех майлашрӑм. Ҫывӑрса кайма пуҫланӑскер, алӑк сассипе куҫа уҫрӑм та.., куҫ чарӑлса кай­ре. Ю. Скворцов. Куҫӑм-пуҫӑм чарӑлса кайрӗ. А. Артемьев. Арча ҫивиттийӗ йӑтӑнса уҫӑлнӑ-уҫӑлманах пирӑн куҫсем хӑйсем тӗллӗнех чарӑлса кайрӗҫ. В. Бурнаевский. Куҫӗсем чарӑлнӑ, тути усӑнса аннӑ, пӑлханса ӳкнипе сайра шӑлӗсем шак-шак тӑваҫҫӗ. А. Лазарева. Куҫ алчӑрса каймалла капӑрлатса та илемлетсе пӗтер­нӗ залсем тӑрӑх ҫӳре-ҫӳре ывӑнсах ҫитрӗмӗр. Уйӑп М. 2. — Хамӑн та кӑштах ҫывӑрса илесчӗ, — тет Гурьянов лейтенант, — ура сӑрӑлтатни канӑҫ памасть, тӗлӗрме кӑна тытӑнатӑп, шӑмӑ пӗҫерсе ыратнӑран куҫ чарӑлса каять. А. Алка. Иван ашшӗн ирӗксӗрех чӗлхине ҫыртмалла пулчӗ. Ҫав тӗрлӗ нумай ачасене курсан, унӑн пӗтӗм куҫпуҫ саланса кайрӗ. Хумма Ҫ. Ачасен, читлӗхри чӗпсене курсан, куҫӗсем алчӑрса кайрӗҫ. В. Эльби. Ура айне пӑхатӑп та — куҫпуҫ алчӑрса каять: мӗн чухлӗ кӑмпа! Уйӑп М.

Куҫ [куҫпуҫ] шарать (шарчӗ) рябит (зарябило) в глазах у кого, глаза ослепляются / ослепились у кого.
[Чӗкеҫ:] Ялта ҫар ҫыннисем — куҫ шарса каймалла. Н. Терентьев. Куҫ шармалӑх ҫеҫке ҫурнӑ ҫӗмӗрт, Пуҫласа эп сас панӑ ун чухне. Г. Юмарт. Илемлӗхпе шарать куҫӑм-пуҫӑм. С. Элкер.

Куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхла [упра] беречь как зеницу ока; син.: куҫ пек (куҫ шӑрҫи пек) сыхла.
Эп сана, ылтӑнӑм, ӗмӗр-ӗмӗр куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек упрама хатӗр! П. Львов. Пухура тухса калакансем Тӑван ҫӗршыва куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхламалли ҫинчен каларӗҫ. Коммунизм ялавӗ.

Куҫ шурри кӑтарт сердито посмотреть на кого.
— Сахалтарах калаҫ, — куҫ шурри кӑтартрӗ аттене мӑрса. — Мӗн хушаҫҫӗ, ҫавна ту. К. Турхан.

Куҫ ывӑт бросать / бросить взгляд на кого-что.
Каччӑ инҫех те мар кирпӗч купалакан хӗрсем ҫине куҫ ывӑтса илет. В. Васильев. Шурӑ ту ҫине куҫ ывӑтсассӑн, Асӑнатӑп инҫетри хӗле, А. Алка.

Куҫа ан вӗҫерт не сводить [не спускать] глаз с кого-чего, не отрывать глаз от кого-чего.
Шыв ҫинчен куҫне вӗҫертмест вӑл — пулли хыпасса кӗтет ӗнтӗ. А. Янташ. Назаров ефрейтор вӗсем ҫинчен куҫне те вӗҫертмест. А. Алка.

Куҫа ҫи [йӑмӑхтар] резать глаза (глаз).
Пысӑк люстра ҫутинче чӗрӗ чечексем куҫа ҫисе ямалла илемлӗн курӑнаҫҫӗ. В. Ухли. Ҫур тыррисем тӗслӗн-тӗслӗн курӑнса куҫа ҫиеҫҫӗ. А. Лазарева. Йывӑҫсем папкалааса симӗсленчӗҫ, тӗллӗн-тӗллӗн куҫа йӑмӑхта-ракан илемлӗ чечексем курӑнкалаҫҫӗ. Л. Лазарева.

Куҫа (куҫсене) уҫ 1. открывать [раскрывать] / от­крыть [раскрыть] глаза кому; 2. просыпаться [пробу­ждаться] / проснуться [пробудиться] от сна.
1. Кам пире ҫутта кӑларчӗ, кам пирӗн куҫсене уҫрӗ, кам пире ҫын евӗрлӗ турӗ? Хыпар. 2. Ирхи постра утса пыруҫӑн Ҫӗр тӗрлӗ ҫӗнӗлӗх курап: Ачаш куҫне уҫать ҫӗн ҫулҫӑ, Сирень ҫӗн сапака ҫурать. Ю. Семенов. Офи­цер темиҫе сехет иртсен куҫне уҫрӗ. Умра тӑракан боец иккӗллӗ те виҫҫӗллӗ курӑнать. В. Бурнаевский. Сенкер пӗлӗт ҫут чаршав пек уҫӑлать, Шурӑмпуҫӗ куҫне уҫрӗ: ҫутӑлать. И. Тукташ.

Куҫа (куҫсене) хуп закрыть глаза (умереть).
Ӗмӗрлӗх куҫне хупас чухне, Пурнӑҫне суран сӳнтернӗ чух, Ыталанӑ каччӑ ҫӗр питне — Тӑшмана нихҫан та парас ҫук. А. Афанасьев.

Куҫа (куҫсене) [куҫа-пуҫа] чарсах пӑрах 1. вытара­щить [вылупить] глаза (сильно удивиться, испугаться и т. п.) 2. пялить [таращить, пучить] глаза (присталь­но, упорно, напряженно смотреть на кого-либо, что-либо, засмотреться на кого-либо, что-либо).
1. Вӑл куҫне чарса пӑрахрӗ те епле тӑнӑ ҫаплах кукленсе ларчӗ, кӑшкӑрас терӗ — сасси тухмарӗ. С. Аслан. Урасмет, вӑл мӗншӗн килнине пӗлсен, куҫне-пуҫне чар­са парахрӗ. К. Турхан. Пулӑ тесен, ман тусӑмсем куҫӗ­сене чарса пӑрахрӗҫ. Уйӑп М. Ирсерен, ҫӑл патне ансан, хӗрарӑмсем ахлата-ахлата ассӑн сывлаҫҫӗ, тӗлӗнӗнҫи туса, куҫӗсене чарса пӑрахаҫҫӗ. М. Белов. 2. Вӑл, алӑкран кӗрсенех, йӗри-тавра пӑхкаларӗ те куҫӗсене ман ҫине чарса кӑшт йӑлкӑшса илчӗ. Выҫӑ кашкӑр пек антӑхнӑ, шӑннӑ, Куҫне чарнӑ Мускав еннелле. А. Алка.

Куҫӗ сӳнчӗ (сӳннӗ) [хупӑнчӗ (хупӑннӑ)], куҫӗсем сӳнчӗҫ [хупӑнчӗҫ] закрылись глаза у кого (умер).
Юлашки хут ҫиҫсе сӳнчӗҫ Унӑн ҫутӑ куҫӗсем. Уйӑп М. Анчах сирӗлми шур тӗтресӗр пуҫне вӗсем нимӗнех те кураймаҫҫӗ. Куҫсем, ахӑртнех, ӗмӗрлӗхех сӳннӗ. Н. Патман. Хайхин юн оивӗнчӗ, куҫ сӳнчӗ, Пӗлми пулса ҫӗре вӑл тӳнчӗ. А. Пушкин. Халь вӑл паҫӑрхи пек хӑрӑлтатмасть, шӑпах выртать; куҫӗсем хупӑннӑ ун. В. Сатай.

Куҫӗсем [пичӗ-куҫӗсем] ҫиҫеҫҫӗ глаза сияют (от ра­дости, счастья) у кого; глаза блестят (от злости, пере­живаний и т. п.) у кого.
Ик ӑслӑ, пысӑк куҫ ҫиҫеҫҫӗ Пӗр хаваспа, пӗр ҫилӗпе. П. Кусанкай. Унӑн тути те, куҫӗсем те телейпе ҫиҫсе тӑчӗҫ. А. Артемьев. Ҫывӑрманнипе пӗркеленнӗ, хуралнӑ пит-куҫӗсем пурин те савӑнӑҫлӑн ҫиҫеҫҫӗ. А. Алка. — Хура куҫӗсем йӑл-ял ҫиҫсе илчӗҫ. Митта В. — Эс манран тата хӗр ыйтатӑн-и-ха? — лапсӑркка куҫ харшисем айӗнчен хаяррӑн ҫиҫрӗҫ ун куҫӗсем. К. Турхан.

Куҫпа ҫи есть [поедать, пожирать] глазами. Ӗнтӗ директорпа бухгалтер Куҫпа ҫиеҫҫӗ пӗр-пӗрне. А. Алка. Паккус вӗҫӗнче Темшӗн ак мана Савнӑ тус ҫиет Шухӑ куҫӗпе. Митта В.

Куҫпа (куҫсемпе) тӑрӑн [тирӗн] впиваться / впиться глазами в кого, во что.
Самурайсем ун ҫине шурӑ куҫпа ҫисе ярасла тӑрӑнчӗҫ. А. Артемьев. — Эсӗ ху ӗнесем патне хӑҫан кайса курнӑ, бригадир-коммунист юлташ? — ыйтрӗ Шихранов, Шурбин ҫине куҫӗпе тӑрӑнса. В. Ухли. Нина чӗнмест. Пӑрӑнать те малалла утать. Пуҫне уснӑ вӑл, тӗлсӗр пӑ­хакан куҫӗсемпе ҫӗрелле тирӗннӗ. А. Еҫхӗл. Иван вырӑнӗ ҫинчен яшт! сиксе тӑчӗ те ҫӗнӗ начальника куҫӗпе тирӗнчӗ. Ю. Збанацкий.

Куҫпуҫ хуралать. См. куҫ хуралать.

Куҫпуҫ чарӑлса каять. См. куҫ чарӑлса каять.

Куҫпуҫ шарать. См. куҫ шарать.

Куҫпуҫран вут тухса кайрӗ. См. куҫран вут тухса кайрӗ.

Куҫран ан вӗҫерт не упускать [не выпускать] / не упустить / [не выпустить] из виду [из глаз], не выпу­скать / не выпустить из своего взгляда кого-что,
Илле, Ванеҫсемпе кӳршӗллӗ пурӑнаканскер, ӑна кунӗпех куҫран вӗҫертмерӗ. С. Элкер. Пӗри, ватӑраххи пулас, карлӑк ҫинче алӑка куҫран вӗҫертмесӗр хурал тӑрать. Коммунизм ялавӗ.

Куҫран [куҫсенчен, куҫпуҫран] вут [вут-хӗм] сирпӗнчӗ [тухрӗ] искры из глаз посыпались [полетели] у кого; син.: икӗ куҫран вут тухрӗ, пӗтӗм вуттӑн-хӗммӗн туйӑнса кайрӗ.
Тепри сисмен хушӑрах Варварие куҫран ҫапса ячӗ. Варвари куҫӗнчен вут сирпӗнчӗ те, пачах курми пулса ларчӗ. С. Аслан. Ваҫкӑ месерле палт кайса ӳкрӗ, куҫӗнчен вут сирпӗнчӗ. М. Ухсай. Анчах мӗн ку? Петӗре тӑнлавран кистей лекет, Куҫран вут-хӗм сирпӗнет, тӳсеймест, ӳкет ҫӗре. Г. Ефимов. Ҫак самантра хӗрпе хытах пырса ҫапӑнтӑмӑр. Куҫран вут-хӗм тухрӗ. В. Алентей. Пӗри ҫав вӑхӑтра Ахваниҫе питӗнчен килсе ҫапрӗ. Ахваниҫ куҫӗ-пуҫӗнчен вут сирпӗнчӗ. Г. Краснов. Куҫсенчен пӗтӗмпе вут тухса кайрӗ.

Куҫран вут-хӗм сирпӗт метать искры [молнии].
Хӗр каччӑна чӑрр! пӑхса илчӗ, куҫӗнчен вут-хӗм сирпӗтрӗ. И. Григорьев.

Куҫран пӑх 1. смотреть в глаза кому-чему; 2. смот­реть в глаза [в лицо] чему (не бояться чего-либо)! 3. находиться в зависимости ог кого-чего.
1. «Вутлӑ арман» патне ялти ҫынсем пухӑнчӗҫ. Пурте атте куҫӗнчен пӑхаҫҫӗ. А. Талвир. Тусем канаҫҫӗ тӑвӑл хыҫҫӑн, Канать тусан ҫул ҫинче, Аманнӑ йывӑҫсем ҫеҫ выҫҫӑн Пӑхаҫҫӗ пӗлӗт куҫӗнчен. А. Алка. 2. Хатӗр-и куҫран пӑхмашкӑн Вилӗме тепре? Эп иккӗленместӗп саншӑн: Пӑхӑн тӳп-тӳрех. П. Хусанкай. Пӑхатӑп сивӗ вилӗ­ме куҫран, хаярланса, вут-ҫулӑмра ҫунатӑп. А. Алка. 3. Ӗлӗк чухӑнсем пуянсен куҫӗнчен пӑхса тӑнӑ. Тасатам, пӑшал, санах халь, — Пӑхмаллах сан куҫунтан. П. Ху­санкай.

Куҫран пӑхтар 1. заставлять / заставить ухаживать за собой кого; 2. держать в повиновении, в зависимости I кого.
Ӗлӗк Якур нихҫан ватӑлассӑн туйӑнмастчӗ, пӗтӗм хӗре хӑйӗн куҫӗнчен пӑхтаратчӗ. Хв. Уяр. 2. Ҫӗнӗ сама­на сывлӑшӗпе ҫунатланнӑ Кӗркури — хастар комсомо­лец, илӗртӳллӗ каччӑ, ун вылянчӑк пӳрнисем хуткупӑс калама та пит ӑста. Ҫавӑнпа та вӑл ҫамрӑк-кӗрӗме хӑй куҫӗнчен ытларах пӑхтарать. С. Шавли.

Куҫран-пуҫран вут сирпӗнчӗ. См. куҫран вут сирпӗнчӗ.

Куҫран ҫухал теряться из вида, исчезать / исчезнуть из глаз [из виду, из поля зрения].
Вагонсем куҫран ҫухаличченех пӑхса тӑтӑм. М. Исаев. Хыҫа юлнӑ станци паҫӑрах куҫран ҫухалчӗ. А. Артемьев. Атӑл ҫыранӗсем куҫран часах ҫухалмаҫҫе-ха; тинӗсӗ хӑй ҫапах аякра пулас. Хумма Ҫ.

Куҫран ҫухат терять / потерять из вида (1. перестать видеть; 2. перестать встречаться, поддерживать знакомтво с кем-либо, не иметь никаких сведений о ком-либо)
1. Ҫеҫке сӑнне куҫран ҫухатрӑм. В. Урташ. 2. Университетне ҫапах манмасть, унта вӗренекенсем патне ҫыру ярать, пӗрле вӗреннӗ юлташсене нихҫан та куҫран ҫухатмасть.

Куҫран тӗксен те [йӗп чиксен те, чиксен те] курӑнмасть хоть глаз (глаза) выколи (совершенно ничего не видно); син.: йӗп чиксен те куҫ курмасть.
Тӗттӗм, куҫран тӗксен те курӑнмасть. В. Ухли. Куҫ­ран йӗп чиксен те курма ҫук тӗттӗм ҫӗрле те сехет йӗпписем вутӑн-кӑварӑн ҫунса тӑраҫҫӗ. А. Талвир. Тӗм ҫине ӳкет вӑл, каҫӗ тӗттӗм-тӗттӗм, Ик куҫран чиксен те ку­рӑнмасть пӗр чӗптӗм. С. Шавли.

Куҫран ӳк ронять / уронить себя в глазах чьих.
Амӑшӗнчен те намӑс Сашӑна, юлташӗсем умӗнче те унӑн куҫран ӳкес килмест. Э. Волошина.

Куҫҫуль кӑлар плакать / поплакать, заплакать.
Атте куҫҫуль кӑлармарӗ, ҫапах вӑл хурланнине туйса илтӗм. Г. Луч. Хӗр татах чуптурӗ куккӑшне, савӑннипе тепӗр хут куҫҫуль кӑларса та илчӗ. В. Паймен. Харьяс шучӗпе, Маньӑн ашшӗнех йӑлӑнса пӑхмалла. Хусана яма тархасламалла, сӑмахпа калани пулӑшмасан, ашшӗ кӑмӑлне куҫҫульне кӑларса ҫемҫетмелле пулнӑ. А. Талвир.

Куҫҫуль юхать [тухать, тӑкӑнать] плачет (горькими слезами).
Ҫак юрра юрланӑ чух та, унтан салтаксене ҫывӑрма кансӗрлекен шӑпчӑксем ҫинчен юрланӑ чух та чылайӑшӗн куҫҫулӗ тухрӗ. Л. Агаков. Иртнине манмалӑх вӑхӑт пур пек — Вӑрҫӑ чарӑнни миҫемӗш ҫул? Чун суранӗ тӳрленмест-ха пурпӗр, халӗ те юхать вӗри куҫҫуль. П. Васильев. Куҫҫулӗ шӑпӑр-шӑпӑр тӑкӑнать хӑйӗн.

Куҫҫуль юхтар [тӑк] лить [проливать] / пролить сле­зы, растекаться в слезах (горько плакать).
Ашшӗне тӗрмене тытса хупни ыраттарать унӑн чунне, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе шӑпӑртаттарсах куҫҫуль те юхтарать вӑл. А. Талвир. Асламӑшӗ, ахаль те аран кураканскер, куҫҫуль юхтарса пачах суккӑрланса ларчӗ. В. Паймен. Малтан Урине тунсӑхласа макӑрнӑ, пайтах куҫҫуль тӑкнӑ. М. Белов.

Куҫҫульне (куҫҫулӗсене) ҫӑт глотать слезы.
— Ҫапла пӗтрӗ пирӗн Уртем, — терӗ те Ванюков лӑпланчӗ, унтан, куҫҫульне ҫӑтса, хушса хучӗ. — Вӑл ман куккаччӗ. А. Артемьев. Хӗрарӑмсем, куҫҫулӗсене ҫӑтса, ӗсӗклесе тӑнӑ, арҫынсем шӑлӗсене ҫыртнӑ, вӗсен чышкисем хӑйсем тӗллӗнех чӑмӑртаннӑ. Л. Агаков.

Куҫҫульпе пит ҫу обливаться [умываться] слезами (горько, безутешно плакать).
Амӑшӗ патша умне, Куҫҫульпе ҫуса питне, Чӗркуҫленчӗ ерипен. Г. Ефимов. Тӑлӑх-турат ачи-пӑчи Хура куҫҫульпе пит ҫӑвать те Кӗпе ҫаннипе шӑлса типӗтет. Чӑваш халӑх юррисем. Мӗн тӑвас-ши, мӗн тӑвас? Куҫ­ҫульпе ма пит ҫӑвас? В. Урташ.

Кутӑна пер 1. упрямиться / заупрямиться; 2. притво­ряться [прикидываться] / притвориться [прикинуться].
1. Кирек мӗнле кала ӑна. Перет вӑл вӗҫӗм кутӑна, Шӑп чӑхӑмҫӑ, ӑнман ут евӗр. А. Алка. Эпӗ пур, чуман лаша пек, кутӑна петӗм. А. Ӗҫхӗл. Пӗр кутӑна персен, ҫумӑр хапхине уҫсах пӑрахать. В. Бурнаевский. 2. Чирӗ-чӗрӗ пулман иккен Муҫҫан, кӗреки пушаннине туйса кутӑна пенӗ, тет, вӑл. С. Аслан.

Кутӑн ҫуралнӑ упрямый (о человеке).
— Кутан ҫуралнӑ пуль эс, — тет вара анне тарӑхса ҫитсен. Уйӑп М.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-12-27 13:41:52 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6349 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем